ялтăртат - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
/Йалтăртат/, сверкать, сильно блестеть, сиять. N. Вут ялтăртатса çунать. Огонь ярко горит. Цив. Труках пĕтĕм пӳрт çуннă пек ялтăртатса çутăлса кайнă (от света перстня). Такмак. Хĕвеллĕ кун ялтăртатать (вариант: йăлтăртатать), çиллĕ кун шалтăртатать (вариант: шăлтăртатать (о воротах). Ал. цв. 2. Хĕрлĕ хĕвел пек ялтăртатса тăччăр. Пусть сияют, как красное солнце. Сред. Юм. Чирĕк тăрри таçтан ялтăртатса тăрать. Купол («верхушка») церкви блестит издалека. СТИК. Паян юр яп-ялтăркка ялтăртатса выртат.