сакань - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(саган’), подполье. Б. Олг., Чертаг; Пшкрт: саҕан’, саҕан’а, саҕан’џа. Курм. Пирĕн саканĕ алăкне уçăп та, сакăрвон салтак сиксе тохĕ. (Сорăх сысни). Синерь. Унтан хай хуçа хĕрĕ çĕн калуш тăхăнчĕ те, кайлах сакане кĕрсе карĕ. Салтак хăй курăнман калпака тăхăнса хуçа хĕрĕ хыççăн ылтăн кӳпӳре карĕ. Ib. Хай çынсам сакань алăк патне пынă та, халтăртаттара пуçланă. КАХ. Юлашкине (кашу) пĕр пĕчĕк чĕрес çине тултарса сакане кĕртсе çакаççĕ. Абыз. Сакане шăнкăртăм (юркнул). Яргуньк. Сакань витĕр çар йртĕ. (Пулă). Лобашк. Сакань айĕн çар иртет. (Пулăсем).