саксун - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
саксонец. Бел. Гора. † Савăтпала, ай, кантур хушшинче саксун çулне сарнă сарă чултан, икĕ енне решетке, ай, тыттарнă. Саксун килет сарă учĕпе, йĕвенĕпе, йĕнерĕ, ай, шав ылтăн; ылтăн пĕкки килет çулпала, тупăлха турти килет авăнса, чĕн тилпеки килет туртăнса, сăран кӳми килет кисренсе, ăна йĕри-тавра ес пăта. Ib. † Атте-ание пачĕ мана саксун аллине. Кам. Враг. Атте-анненĕн пултăм юратман ачи, леçсе пачĕç саксун аллине. || Фамильное прозвище. Бюрг.