салма - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
салма. Моркар. Салмана ясмăк çăнăхĕнчен тăваççĕ, тата квас салми полать. Сред. Юм. Салмана, йăваласа туса, çĕçĕпе касса тăваççĕ. Ib. Татнă салма, йăпăлти салми, кашăк салми (разные виды салмы). Юрк. Салмасене пирĕн чăвашсем виç-тăват тĕрлĕ тăваççĕ: каснă салмасем, йăпăлти салмисем, татнă салмисем. Салмасене пурне те çăнăхран тăваççĕ: пăрçа çăнăхĕ çине пăртак ыраш çăнăхĕ хутăштараççĕ. Хăш чухне ыраш çăнăхĕ вырăнне тулă çăнăхĕ е пăри çăнăхĕ. Çăнăха шывпа хутăштрса çăраççĕ, тутлă чуста тăваççĕ. Ăна, тата-тата илсе, унаççĕ. Унаçĕсене çĕçĕпе касаççĕ, йăвача пек туса. Ăна каснă салма теççĕ. Хуранти шыв вĕреме кĕрсен, салма яраççĕ. Салми пиçсен, ăна юрма ярса, пăрăç ярса çиеççĕ. Йăпăлти салми чустине малтан йĕтĕрпе пусса сараççĕ, хут пек тикĕс те çӳхе тăваççĕ. Ăна кайран, çине-çине хутласа хурсан, çĕçепе касса вĕтчеççĕ тураççĕ. Лапша пулат. Ăна вара, хуранти шыв вĕреме кĕрсен, хурана ярса пĕçерсе çиеççĕ. Татнă салмана каснă салмапа пĕрех тăваççĕ, анчах унаçне çĕçĕпе касмаççĕ, хĕрарăмсем пӳрнисемпе татса илсе, ывçă тупанĕ çинче çăмах тăваççĕ; кăшт çăтма çăмăлтарах пултăр тесе, çаврака тăваççĕ. Пĕр тиркĕ çăмах тусан, ăна вара, хуранти шывĕ вĕреме кĕрсен, тăвар калаттарнă шыва салмине яраççĕ те, пĕçереççĕ. Салмана хăш чухне ашпа та пĕçереççĕ. Хăш чухне тата паранкă та тураса яраççĕ. Хăш чухне тата, çула пула пуçласан, пултăран ĕлкĕрсен, ешĕл пултăран та тураса яраççĕ... Салма чăвашăн чи юратнă яшки.