сапалан - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(-ба-), разбрасываться, рассеиваться, рассыпаться, посыпаться. Баран 7. Килчĕ, çитрĕ, сапаланчĕ, юман турачĕсене çакăнчĕ. Кан. Вăрман ялтан таçта аякра сапаланса выртнă. В. Олг., Б. Олг. Шу сапаланса йохат (широко разлившись и мелко). N. Пур инкек ман çине килчĕ, манăн аслăлăх çил пек вĕçсе сапаланса пĕтрĕ. Эльбарус. Эпир хăранă майĕпе, кашни харпăр хăй ĕни патне пырса, порте сапаланса ĕнесене хуса вăрмана тарма тытăнтăмăр. Дик. леб. 33. Елиса пĕр йывăç тĕмне аллипе перĕннĕ те, çутă хуртсем ун çинчен çăлтăр çунă пек курăк ăшне сапаланса аннă. Никит. Тумтирсем сапаланса выртмаççĕ (не в беспорядке). N. Турачĕсем сапаланса каясран кăшт йывăç тавра каркăчă тăваççĕ. N. Тĕлĕкĕ çапла пулнă: çăварĕнчен иçĕм-çырли йывăççи шатса тухса ӳснĕ те, унăн çырлисем сапаланса тăнă. Полтава. Утать хăйĕн шухăшпе сапаланса килелле („идет рассыпавшись домой“). N. Унта остяксемпе самоедсенĕн хӳшшисем анчах сапаланса лараççĕ.