Саххар - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
хр. имя мужч., Захар. СТИК. Саххар туй, куçмик çап! тесе пĕр-пĕр çын çапăçнине курса, е авăн çапнă чух пĕчĕкçĕ ачасем çапйиççисене çĕклеймесĕр аран-аран çавăрса чун хавалпе çапнине курсан, кулкаласа вĕçертсе калат. Çак сăмах çинчен ак мĕн калаççĕ. Пирĕн ялта пĕр Сахар ятлă çын пур. Ăна Утьтя Якку Сахар(ĕ) теççĕ, тата çавăнпа кӳршĕлех Куçмик пурнат. Пĕрре вăсен сухи тимĕрĕ катăлнă та, суха çинче ниăçта кайма аптраса, сухи тимĕрне хăйсем тӳрлетме тытăннă. Мунчара кăмака хутса янă, тет, хăйсем иккĕш те çаннисене тавăрса çӳреççĕ, тет. Куçмикĕ сухи тимĕрне вут çинче тытса тăрат, тет, Сахарĕ млатук тытса тăрат, тет. Кăсен вучĕ çунмаст, тет, тимĕрĕ хĕрме яхăнта та çук, тет. Куçмикĕ тарăхнипе: Саххар, туй! тесе калат, тет. Сахарĕ вĕрме тытăннă майĕпе млатукне ывăтса ярса: Куçмик, çап! тесе каларĕ, тет.