сыпăн - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(сыбы̆н), связываться, надвязываться; соединяться. Изамб. Т. Хыт-суха хыççăн ĕçрен ĕç сыпăнса пырат. || Приставать, приростать. Ал. цв. 17. Чечекĕ хăех унăн аллинчен вĕçсе тухать те, ĕлĕкхи тĕпĕ çумне сыпăнса, ĕлĕкхинчен те илемлĕрех чечек кăларать. Чăв. к. Кăвак сăкман йĕс тӳме, сыптарсан та сыпăнмĕ. Ст. Чек. Халĕ ун алли сыпăннă (поправилась сломанная рука). || Образовать коленца. Ск. и пред. 12. Кĕсрен ури сыпăнса, çитсе чĕрнĕ пĕлĕте. || Держаться. Сред. Юм. Сыпăн = тытăн (держаться за руки и сделать круг).