сиксе тух - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
выскакивать, появиться неожиданно. Кратк. расск. Çав шывран пит илемлĕ, мăнтăр ĕнесем, çичĕ ĕне сикнĕ-тухнă та, шыв хĕринчи курăка çисе çӳре пуçланă пек пулнă. Чума. Мăккăльсем сике-сике тухаççĕ. Выскакивают одна за другой шишки. Якейк. Пуç сиксе тохас пак ыратать. Ib. Пуç ыратса сиксе тохать, голова очень сильно болит. || В перен. знач. ЧС. Манăн чунăм сиксе тухат (сильно перепугался), анчах ăста кайса кĕрес, анне çапса пăрахат. N. Хай кĕмĕл чашăк унăн хутаççинчен сикнĕ-тухнă. Якейк. Она охтарма тапратрĕç те, онăн овольвер кăсийинчен сиксе тохрĕ (нашли). Сунт. Çав самантрах Хватейĕн сăмала пекех хуп-хура çӳçлĕ пуçĕ çинче шурă çӳç пĕрчисем сиксе тухрĕç. || Выпасть (о ясном дне). Ск. и пред. 7. Иртрĕ-кайрĕ тĕттĕм çĕр, хуллен-хуллен сирĕлчĕ. Сикрĕ-тухрĕ çутă кун, çут çанталăк çутăлчĕ. || Случиться, постигнуть, обрушиться. N. † Ним тума та çук ĕнтĕ, пирĕн ӳсĕмре сиксе тухрĕ ку инкек. (Солд. п.). N. Ку япала ăстан сиксе тухрĕ-ши? Беседа. Инкек вăл часах сиксе тухать, инкек куçа курăнса килмест, теççĕ. Дик. Леб. 29. Килĕнче сасартак пысăк хуйхă сиксе тухнă. || Появляться. Кан. Чăвашăн хăйĕн композитăрĕсем те сиксе туха пуçларĕç. Арсений. Ăна хурлакан çын сиксе тухнă (выискался, явился). Шинар-п. Çав сахатрах тĕтĕм сиксе тухрĕ. || Вспыхнуть (о пожаре). N. Çурçĕр вăхăтĕнче Елшелĕн те пушар сиксе те тухрĕ.