сим-пыл - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
медовый напиток. Бугульм. Пĕр пăккинчен сим-пыл юхать, тепĕринчен йӳç-пыл юхать. N. Сим-пылпа тутлă шерепет хушшинче ылтăн тиркĕ ларать. Такмак. Вăл ултă уралă сĕтел çинче: пĕр пуçĕнче сирсе сирĕлми сим-пыл ларат, тепĕр пуçĕнче тутлă шерпет ларат. С. Алг. Ултă эрнере ултă пасманаран сăра тунă иккен, вăл йӳçĕ сим-пыла тухнă иккен. N. Нӳхрепре пичетлесе хунă пичĕке пур иккен, пичĕки хĕрĕх кăшăллă, икĕ пăкăллă, тет; пĕр пăккинчен сим-пыл юхат, тепĕр пăккинчен тутлă шерпет юхат. Сим-пылне ĕçсен, ӳсĕр пулмалла, тутлă шерпетне ĕçсен, тутлă калаçмалла. См. сымпыл, син-пыл.