сир - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(сир), снимать; раздвигать. КС. Вăл капан çинчи улăма ма сирсе пăраххăрăр (сбросили, раздвинули). N. Кĕлет тӳпине сирчĕç те, мана вĕренпе çыхса кĕлете антарса ячĕç. Орау. Тимĕрпе витнĕ кĕлет çине çав кĕркуннехи çил пĕр енне пĕтĕмпех сирсе тавăрса пăрахрĕ, çапах та тимĕрĕ пăсăлман, хут пек анчах хутланса ӳкнĕ (согнулось, упало). Чуратч. Б. Ку упăтесем пӳрт маччине сиреç те, Яхуте çине пысăк арман чулĕ яраççĕ. Пир. Ял. Хресчен пӳрт лартас пулсан, аялти çеремне сирмесĕрех лартать. N. Вара пырăп та, ури вĕçĕнчи тумтирне сирсе выртăп. N. † Хăнтăр пур иккенне пĕлнĕ пулсан, пăрĕсене сирсе ĕçес мĕн. N. Мăйракипе сирсен (вар. шăйăрсан) — çул тăват, чĕрнипе пуссан — йĕр тăват. Шибач. Сир, раздвигать (хлеб на полу). Пшкрт. Йӳçсене сирсе токрăм. Сунч. Вĕлтĕрен тăрри сирекен. Изамб. Т. † Вăрман хĕрри тĕтрелĕ, тĕтрисене сирме çил пур. Туй. Вăл ултă уралă сĕтел çинче, пĕр пуçĕнче сирсе сирĕлми сим-пыл ларать. (Сирсе сирĕлми кăпăклă сăра, пенистое пиво). Нюш-к. Ывăсне сиртĕм те, алла хурана чиксе ятăм, тет. N. † Сирĕн кĕрекĕрсем çинче мĕн вылят? Сирсе сирĕлми пыл вылят. К.-Кушки. Чӳрече чаршавĕсене сир. Раззанавесь окно. || Отстранить. N. Халăха тупăкран кăшт сиресшĕн патша халăх хушшине ылттăнпа кĕмĕл пăрахма хушнă. Капк. Ах тур, усалла сир! тенĕ Якку шикленсе. N. Турă кăна сиртĕр ĕнтĕ ӳлĕмрен усал курма. (Из моленья). N. Турă, усалла сирех! Не дай бог! Т. VI. 35. Эсĕ хирти тырă-пулла сыхласă сир, çумăр вăхăтĕнче çумăр пар, сывлăм вăхăтĕнче сывлăм пар, çырлах. (Учук). || В перен. смысле. Чăв. й. пур, 9. Тепле айăплă çынна та, унăн айăпне сирме хĕтленнĕ. N. Кĕрӳшĕ салтака каймалла пек пулсан та, ун çинчен сирет (говорит, что не ему итти). N. Йĕркесĕр ĕçĕмсене ман çинчен сирсе ил.