сурат - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
копна снопов продолговатой четыреугольной кладки; зарод. Так кладутся на поле обычно снопы яровых хлебов. Изамб. Т. МПП. Сурат — продолговатая копна снопов (100—300 шт.). Сред. Юм. Çортырри кĕлтине, çăмăр ан йĕпеттĕр тесе, вăрăм сôрат тăваççĕ. Сôрата кĕлте пуçĕсĕне пĕр-пĕрин çине ăхтарса хорса тăваççĕ. Изамб. Т. Тулă вуник сурат ларкалат (иногда бывает). Т. VI. Хайхисем иккĕшĕ вырса сурат турĕç, тет те, килне тавăрăнчĕç, тет. N. † Айтăр, хĕрсем, хирелле, хирелле те сурат çук; ан мухтанăр, йĕкĕтсем, çĕр сум укçăр çумăрта çук. Собр. Хирте сурат тусан, сивле каят, теççĕ. (Поверье). Н. Седяк. (Кĕлтене) урапа çине тиенĕ пек купаласан, сурат теççĕ. Ст. Шаймурз. † Хĕрсем тул выраççĕ, суратне матур хураççĕ. Ib. † Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать, арăмсем сурат тăваççĕ. См. сурак, сăрап.