сурăх - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сурăх

сорăх (суры̆х, соры̆х), овца. Шурăм-п. Ачасем сурăхсампа (çитерме) çӳреççĕ. Т. Гриюрьева. Сурăх ылханни кашкăра çитмес, теççĕ. (Послов.). Тюрл. Çĕр çинче сорăхран пуян çок. Сред. Юм. Çĕн-çол çĕрĕ хĕрсĕм сорăх тытаççĕ те, кантра çыхса яраççĕ, вара ирхĕне тохса пăхаççĕ: шор сорăха тытсан — илемлĕ сарă çынна каять, тет, хорине тытсан — хора çынна, хошка пуçлине тытсан — кокша çынна каять, тет. Ib. Самăр сурăхăн пӳтекки те самăр пулать, тесе, пуян çынсĕн ачипчи те пуян пулать, улпутсĕн ачипчи те улпут пулать, тесе калассине калаççĕ. Ib. Сурăх ылханĕ кашкăра çитмест, тесе, начар, чухăн çынсĕм пуян, вăйлă, аслă çынсĕне нимĕн те тăваймаççĕ, тесе калассине калаççĕ. Орау. Сурăхсен çилли те хăпман-ха, час пăрулас çук. Вомбу-к. Сурăх яла кĕрсен, ĕç ĕнмест (= ăнмасть). Бур. Хĕрхиçĕ (имя, с афф. З л.?) сурăх пуç-ури вĕтет (палит голову и ноги), тет. N. Сурăх пуçĕ (ругань).
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150