сӳре - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
борона. Сирĕк-х. Сӳре шăлĕ, сӳре унки. Çĕнĕ-Мăнтăр. Сӳре шăлĕ, сӳре ӳречисем. Пшкрт: сӧрӓ, борона. СТИК. Части бороны: сӳре шăлĕ, зубья; сӳре урли (-λиы): сӳре унки, деревянное кольцо; сӳре шăвкăччи, палка, на которую надевается кольцо с веревкой. N. Хветĕр кукки тимĕр сӳре тӳрлетрĕ. ХЛБ. Тимĕр шăллă сӳре, унпа ытла вĕтĕ сӳреме те юрамасть, вăл çăмăр пулсанах хытса каять. || Бороньба. В. Олг. Тăпра моклашкаллă; сӳре ванмарĕ, тăпра моклашкалă полчĕ. Ачач 90. Ку кун тата кĕсре сӳрере калама çук аван пычĕ. Юрк. Сӳрене кай, ехать боронить. || Сновальня. Якейк. Сӳре çинче пир комаççĕ. Ягудар. Сӳре — сӳретке, сӳрекке, кумкăч. || Мера пряжи, натянутая на одну сновальню. Шорк. Пĕр сӳре, икĕ сӳре — особая мера пряжи. Икково. Сӳре, мера длины холста.