сăна - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(сы̆на), наблюдать, примечать, подмечать, испытывать. Т. VI. 11. Вăл ларса каяс лашана хапхаран тухнă чухне хăш урине малтан тапратассине сăнаççĕ... Микушк. Ялта çамрăк çын питĕ нумай, сăнамассерен пĕри вилет. Шурăм-п. Хайхи эп сăнанă çăлтăр яр-р-р! çутă ӳкерсе, куçран çĕтрĕ. Баран. 17. Петĕр телейне сăнамалла тетеллĕне тинĕсе яр. Ст. Чек. Ку çапла пулнине çынсам сăнаççĕ. Ачач 43. Юри сăнамаллах. КС. Эпĕ чăнах та, сăнасшăнах, тушах (то же) вилеççĕ (скот), тесе, кайса илтĕм (привел знахаря). Дик. леб. 48. Патша Елиса ăçта кайса çухалнине сăнах тăрать. Юрк. Пысăк çынни, ăна-кăна сăнаман пек пулса, нимĕн каламасăр иртсе каять. Кан. Çулталăк хушши килте сăнаса усрамалла тунă. Скотолеч. 3. Сывă лаша хăй тавăрашĕнче мĕн сас-хура пуррине лайăх сăнаса, итлесе пăхкаласа тăрать. БАБ. Кунта та вăлсем пĕр-пĕр усал ĕç тума килмерĕç-и-ха, тесе, сăнаса (наблюдая) тăра пуçларăм С. Алг. † Вăрман хĕрипеле тилĕ юртат, лайăх кайăксене сăнаса. N. Хуралçăсем (охотники?) сăнамасăрах иртсе кайнă. N. Акă эсĕ ăна юри сăнамаллăх (в виде опыта) туса пăх-ха. N. Туса пăх-ха çапла сăнамаллăх. N. Сăнаннисем, приметы (о погоде и пр.). Бюртли. Вăрмана пырсан, унăн сăнанă юмансем патне пыра-пыра кулачă таткаласа пăрахатьчĕ.