сăпран - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(сы̆пран), оттепель. Сятра: сы̆пран чон'а молҕач тытма каjаччы̆. || Корка, образующаяся зимою на снежном покрове. Якейк. Сăпран йор, бывший влажный снег, затвердевший сверху, || Сырой, влажный (о снеге). Якейк. Атьăр, ачасам, йорпа выльляма, паян йор сăпран (влажный), выльляма лайăх. Хорачка. Хĕле сăпран полат, йор çусассăн çона топання йор-пăр çыпăçса ларат, нисашто (= ни за что) каймест. || Сыроватый, непропеченный (о хлебе). Якейк. Паян арăм эс çăккăр сăпран (сыроватый) пĕçернĕ. Ib. Çăккăр тачка е сăпран пиçет.