сара - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(сы̆рă), пиво. Хурамал. Тĕлĕкре сăра ĕçсен, йĕпе пулать, тет. Сред. Юм. Тĕлĕкре сăра кôрсан, çăмăр полать, тет; кĕмĕл окçа корсан — сиввĕ полать, тет; какай корсан — выльăх вилет, тет. Панклеи. Чӳклес омĕн пĕтĕм халăха çитеслĕх сăра туса хатĕрланă. N. Сăра сакки сарлака, тет. (Послов.). Трхбл. Сăра кучĕ сарлака. (Поговорка). Пазух. Тăванпала тăван калаçаççĕ, йӳçĕ сăрана тутлă тăвасшăн. Вишн. 75. Сăра çапах эрехрен авантарах, вăл çынна выçăхтармасть, ăна ĕçсен, сайра-хутра хытă ӳсĕрлетĕн. М. Васильев. Онта сăра лартаç, пашалу, хоплу пĕçереç. Аттик. Вĕсем çимĕке темĕскерле кĕтсе илнĕ пек, сăрасем лартса, эрехсем илсе хатĕрлесе, тĕрлĕ çимĕçсем пĕçерсе, савăнса кĕтсе илеççĕ. Ib. Чăвашсĕн авалхи йăла пур: сăра пички пуçламассейрен, малтан пĕр çын ĕçеччĕн, кĕлтăваççĕ. Орау. Качча кайнă хĕр туйĕнчен кайран ашшĕ-амăш патне сăрапа пырать. Сăрапа кайнă чухне тĕл пулакан çынна пичке анинчен (= çăварĕнчен) çĕрпе (цевкой) сăра ĕçтереççĕ. Ĕçекенни вара: тур пач сăрана, туртрăм лайăх, тит кайран. Альш. Вăл (она) вара, сăрапа кайсан, укçа пуçтарат вĕсен (у них). N. Туйсам патнелле сăра тумалла пуль те-ха... Халĕ пурнăпăр-ха пуккаль. Актай. Унтан кайран Бура-Бĕрхĕ авланчĕ, тет. Авлансан, кусем сăрапа кайрĕç, тет. Н. Карм. Урпа сăри, ячменное пиво. Сĕт-к. Квакал сăмси лапрара, пирĕн тота сăрара. N. Пĕр витре сăра ăсса тохам-ха. N. Вăл йĕтес сăрине ĕçимарăмăр. N. Сăри сăра иккенне пĕлнĕ пулсан, арăмма илсе килнĕ пулăттăм, тулккĕ арăмма илсе килмерĕм, пĕччен килтĕм. (Шутка). || Пирушка. Янтик. † Хĕрсем çырлара, эпир сăрара. N. † Сарă инке сăрара (в гостях), çырă инке çырлара, хура инке хуранта, лутра инке луткара. БАБ. Кĕркунне пĕрре, кĕрхи сăрара, пирĕн пата ăратнесемпе пĕрле çак тукатмăш-карчăк та пырса ларнă. Курм. Кантăр сăри, выльăх сăри, пирушка. Ib. Çĕн-çын каять сăрапа, поса сăрипа каять, кантăр татнă чохне кантăр сăрипа.