вăрăм сăрка - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
назв. женского наряда. Альш. Вăрăм сăрка, ăна умма çакаççĕ, вăрăм сăрка — икĕ ерет çирĕмшер пуслăх кĕмĕл, варринче çур тенкĕлĕх. Ib. Çурăм хыçĕнче вăрăм сăркапа пĕр вĕçрен икĕ ерет шăрçа (хĕрлĕ, кăвак, симĕç, шурă — улалатса тиреççĕ), унăн аялалла ярапанăн-ярапанăн каллах шăрçа усăнса тăрат (у девушек). Тайба Б. † Вăрăм сăрка юсавне юсăр лайăх, тиеççĕ. Пазух. Вăрăм сăрка пыр(ĕ) эпир, çавăнпа çинçе пулнă эпир. Кĕвĕсем. Виç хут вăрăм сăрканăн пырĕ ука, виç çул çаксан çутисем пĕтминчче! Шăрçалă та тухья, кĕмĕл сăрка, ялтăрать-çке хĕрсенĕн пуçĕнче. СПВВ. † Улăх улми — улма пек, çĕр çинчи çырла — сăрка пек. Ib. † Сирĕн вăрăм сăркăрсем пит çутă, те авалхи кĕмĕлтен, темĕнтен.