сăтăр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(сы̆ды̆р, сŏдŏр), вред. Ст. Чек. Сăтăр — çăмарта вăрлани; кушак сĕт-турăх çисен: ах мур, сăтăр тусах çӳрет, теççĕ. Якейк. Йăтă çăмарта йăтма, хор-чĕпписам тытма пуçласан: сатăр тума вĕреннĕ, теççĕ. Ib. Кошак сăтăр тума вĕреннĕ (кошак апат-çммĕç, сĕт-çу çима вĕренсен калаççĕ). О земл. Кĕрхи тырра ана çинче шыв тăни çĕртсе пит нумай сăтăр тăвать. О сохр. здор. Тусан ăша кĕрсен, çынна пит нумай сăтăр тăвать. Ib. Пирĕн сывлăха сыхлас тесен, пĕр-пĕрне сăтăр тăвас пулмасть, пулăшса юратса пулăшса пурăнас пулать. Хурамал. Çынна ахалех мĕн сăтăр тумалла (зачем вредить)?. Стюх. Сăтăр турĕ, напроказил, испортил. Пшкрт. Сăтăр ту = сал ту. Истор. Анчах Глинскийсем халăхшăн тăрăшма мар, хăйсем халăха сăтăр туса пурăннă. N. Темĕн тĕрлĕ сăтăр пур, курайман çын сăтăрне çитни çук. || Разорение. Хорачка. Вольăк вилет или что — сăтăр полчă. || Грабеж. Питушк. Ай ман картана çĕмĕрнĕ, сăтăр туса тохнă. Шел. 20. Пӳлерсене час-часах питĕ сăтăр тăватьчĕç. Истор. Половцсем вырăссем хыççăн пырса, пур çĕрте те сăтăр туса (грабили) çӳре пуçланă. || Озорство. СПВВ || Злой, вредный, озорной. Пшкрт. Сăтăр çын, пет сĕмсĕрленет, пет толашат, ялтан ытлашши тума хытланат. Хорачка. Сăтăр çын, сăтăрлат çынна, пустой петая кӳртет. Ст. Чек. Тухрăмăр та сăтăр килет.