сĕкĕн - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(сэ̆гэн), подвинуться. СТИК. Сĕкĕн леррех. Подвинься подальше. || Лезть, толкаться, навязываться. Изамб. Т. Сĕкĕн, лезть (куда). Орау. Эс пур çĕрте те сĕкĕнсе çӳрен (навязываешься, лезешь не в свои дела). Ib. Ăçта килчĕ унта сĕкĕнсе çӳрет, ниçта та вырăн тупаймаçт. Ib. Сĕкĕнекенни пулĕ-çке вăл. Охотников будет не мало, что об этом и говорить. Толст. Булькă малалла иртсе кайрĕ те, Мильтон умĕнче тек сĕкĕнсе çӳре пуçларĕ. Ст. Чек. Тек качча каясшăн сĕкĕнсе çӳрет (навязывается в невести). СТИК. Мĕн тек сĕкĕнен çавăнта. (Говорят человеку, который лезет не в свое дело, нахально или по тупости не замечая нерасположение к себе, не отходит от этих людей). N. Ăна пуçлăхсем ырăлăх тунă пек хăтланса, çĕре ирĕксĕр сĕкĕнсе илтернĕ. Конст. чăв. Хамăн тата питĕ нумай калаçмаллисем, анчах сĕкĕнсе пĕр те калаçмарăм.