сĕт чĕрессилла - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
назв. игры. Якейк. сĕт чĕрессилла. Ачасам пĕр çĕре похăнсан, пĕр ачи йăтă, тепри кошак, иккĕн хуçа полаççĕ, ыттисам порте сĕт чĕрессисам полаççĕ. Хуçасам иккĕн алăсене хреслĕрен хреслĕ тытса чĕрессине лартса нӳхрепе (пĕр-пĕр çĕре) еçеççĕ (= леçеççĕ). Хуçасам çăвăрсан, кошак сĕт чĕрессисене, сĕтсене ĕçсе упĕнтере-ӳпĕнтере хăварать. Хуçисам тăрсан, сĕте кошак çиса янине корсан, йăтăпа кошака шырама каяççĕ. Йăтă кошака тытать те, хуçисам патне исе пырса хăр-хам! тет.