сĕтел - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(сэ̆дэл, сӧ̆дэл'), стол. Юрк. Вĕри икерчине сĕтел çине çиме пырса лартсан (когда подала на стол). Ib. Вăл ырă ăшă кăмăллă çын пулсан, сĕтел хушшине çиме ларма чĕнĕччĕ. Ib. Сĕтел хушшине кӳртсе лартрĕçĕ (меня). Ib. Вăл чĕнсен те, эпир унăн сĕтелли хушшине кĕрсе ларса çиес çук-çке. Альш. Лартаççĕ сĕтел пуçне сак çине (хозяев). Н. Седяк. Пӳртре упăшки турăш патĕнчи сĕтеле каять, хĕрĕ тĕпелти сĕтеле каять. N. Ашшĕпе-амăшĕ сĕтел пуçĕнче тулли куркасемпе кĕтсе лараççĕ. Ст. Чек. Сĕтел тулли çимĕçсем (или: çăккăр) хатĕрлесе лартнă. Çĕтел тулли ĕçкĕ-çикĕ тултарса лартнă. N. Сĕтел хушшинчен тух. Выйди из-за стола. N. Сĕтел турт, выставить. || Парта. Трхбл. Уччилникре ачасем сĕтелсем хушшинче лараççĕ || Стойло. Пазух. Пирĕн лашисем лаша пек, сĕтелте тăракан лаша пек.