çавăрса ил - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
окружить, захватить. N. † Анкартине çывăхарнă хĕрсене çавăрса илсе пулмарĕ. Баран. 54. Хыçалтан хир енчен икĕ тĕлтен поляксем çавăрса илнĕ (крепость). N. Ку вилнĕ çын каптăрт! кайса ӳкет, тет. Хай старик патшана çавăрса илет те, калат: мĕнле, патша, эсĕ капла салтак çапса вĕлеретĕн? тет. N. Ибрахим, майпа анса, лашана мăйран çавăрса илчĕ, тет. N. Хулана çавăрса ил. ЧII. Хапхăр умĕнче хурăнлăх, çавăрса илĕрсем кашăклăх. Альш. Ку ухмах пĕр суйламасăр-тумасăр пĕр пĕчĕккĕ шапине çавăрса илет те, çарăк çине лартса каят. N. Карл I малтанах халăха юри кăна ирĕк ыйтнă ирĕксене панă та, хăй халăх хушшинчи матур çынсене çавăрса илсе пĕтерме пуçланă. Кратк. расск. 28. Сасартăк вăйлă çавра-çил тухрĕ те, çурта çавăрса илсе çĕмĕрчĕ-пăрахрĕ. Кан. Ют качакана хӳререн çавăрса илнĕ. Ib. Елен инке çĕрне те çавăрса илесшĕнччĕ кăсем. Çутт. 154. Хăш чух çунакан туратсем хуçăлса анаççĕ, вут çулăмĕ вĕсене çавăрса илет те, тăçта çитех çӳлелле уткăнса каять. N. Ăна пур çĕртен те инкек-синкер çавăрса илĕ. Орау. Вăл кунти халăха хăй аллине çавăрса илесшĕн тăрăшнă. М.-Яуши. Çурлипе тырă çавăрса илсен (когда захватим хлеб серпом), перекетне пар. (Моленье). || Охватить глубоко, осмыслить, понять. N. Вăл хăçан-та-пулин пуç тавра виçсе çавăрса илсе шухăшланă-ши (подумал-ли хоть когда-нибудь более или менее основательно?). Баран. 59. Япалана вăл (он) час ăнласа, çавăрса илнĕ (соображал, понимал). || Схватить за (что). Ст. Чек. Çухинчен çавăрса илнĕ (или: тытнă), схватил за шиворот. Баран. 58. Карап хӳрине хăй çавăрса илнĕ. || Отрезать путь. Сред. Юм. Кĕтӳ тыр çине кайнă та, кĕтӳçсем арран çавăрса илчĕç (отрезали путь). || Собирать в одно место. Ст. Чек. Кĕтĕве çавăрса ил, собери стадо в одно место. Сред. Юм. Выльăхсем пĕтĕмпе тыр çине кĕрсе кайнă та, кĕтӳç арран çавăрса илчĕ. || Переносно — охватить, овладеть (напр., искусством пения). Турх. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăттăм, ăшăмра мĕн пуррине калăттăм.