çара-çерçи - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(-з'и), летучая мышь. Тюрл. Ст. Чек. Çара-çерçи пĕçерсе çисен, тĕнчери пур япалана пурне те пĕлет, анчах ăна çиме çылăх. Сред. Юм. Çара-çерçи пик тесе сивĕре начар тумтирпе çӳрекен çынна калаççĕ. Ib. Сиввĕ мар-ши кôна, çара-çерçи пик сиввĕре те тумтирсĕрех çӳрет. Кайсар. Çара-çерçийĕн çунатне типĕтсе таярпа (= тарайпа?) умма çаксан, сивĕ тытмаст. Ib. Çара-çерçи çуначĕпе, куç пăсăлсан, куçа сăтăраççĕ, вара тӳрленет, теççĕ. Нюш-к. Лаша питĕ начарланса кайсан, уна çара-çерçие типĕтсе парсан, чĕрĕлет, теççĕ. Кан. Виççĕшĕ те çара-çерçи пек чухăнскерсем. СПВВ. ИА. Çара-çерçийĕн кăнтăрла куçĕ курмасть. || Голяк, бедняк. Кан. Тепĕр енче — пур „çара-çерçи“, пĕрер ятлă çĕр çинче 10—15 йышлă çемье тăрантарса пурăнаканскерсем, пĕр сăмахпа каласан — „катен-карчăк“ пеккисем. Йӳç. такăнт. 17. Кам качча килĕ пирĕн çара-çерçисене?