çепĕç - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(с'эбэ̆с'), ласковый, мягкий, нежный. И. С. Степ. Çепĕç — „красноречивый, нежный, мягкий“. Юрк. † Савнă-ах та пуçăм, хура куçăм, калаçăрсам çепĕç чĕлхĕрпе. СПВВ. † Килекен тăванçăм килми пулчĕ, çавăраймăп-ши çепĕç чĕлхемпе. Ib. Çепĕç — çемçе: çепĕç чĕлхеллĕ, çепĕç калаçать, çепĕç тыткалать. Кан. Ха, епле вăл çепĕç. || Нежно. Чăвашсем. Çыннăн чунĕ тухсанах, часрах чĕрĕ çăмарта ывăтаççĕ, ăна хĕвел тухăçĕ еннелле ывăтаççĕ. Вăл çăмартана ак мĕншĕн ывăтаççĕ: çăмартана çĕмĕрлесрен хăраса епле çепĕç тыткалаççĕ, çын чунĕ те çавăн пĕк çепĕç пурăнмалла çĕре кайтăр, теççĕ. Çав çăмарта пек чысланса пурăнмалла пултăр, теççĕ. || Осторожно. Чăв. Ялĕ. Çи-виттине пĕр васкамасăр, çепĕç витме кирлĕ. СПВВ. Çăмартана çĕмĕрĕлесрен епле çепĕç тыткалаççĕ, çак çын чунĕ те çавăн пек çепĕç çĕре каймалла пултăр. (Говорят, бросая яйцо по смерти человека).