çырăн - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(с’ыры̆н), записаться. Кан. Хамăн уйăх çурă шалу укçипе 450 тенкĕлĕх зайом çырăнтăм. N. Салтака, купсана çырăннă (записался). || Подписаться. К.-Кушки. Сехет çырăнтăмăр. Подписались в лотерею на часы. Чăв. й. пур. 7. Çынсем каланă: эпир ĕнтĕ прикăвăра çырăнтăмăр, пăрахма юрамĕ, тенĕ. || Быть написанным. Юрк. Санăн статью пит начар çырăннă. || Быть записанным. N. † Пирĕн ятсем шур хут çине çырăннă, каяйинччĕ патшалăх тăршĕпе. Пазух. Ятăм шӳр хут çине çырăннă, пуçăм çухаласран чунăм çук. || Быть суждену. N. Ку енчи тĕнче çапла пĕтме çырăннă пулĕ.