çырса хур - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
записать, написать. В. С. Разум. КЧП. Эсĕ мана валли сăвă çырса хур (напиши стишки). Орау. Эп ăна хут çине çырса хунă. Ib. Унăн ĕлĕк епле кĕлтуни çинчен хут çине çырса хуни пур. Ib. Манăн ун çинчен хут çине çырса хуни пур. Ib. Паян Пачук Микихверпе Ника Ентри Еххĕмĕ — пĕри тенкĕ те ик сум сакăр вунă пус управ укçи пачĕ, тепри тенкĕ те хĕрĕх икĕ пус страхховой укçи пачĕ, çавсене çырса хур-ха, Иван. || Начертить. Орау. Чушкăлла вылянă чухне чушкисене икĕ çĕре çыра çырса хураççĕ.