çиме - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
еда, пища, корм, довольствие, фураж. Хурамал. Вĕсен çими-ĕçми пулман, выльăхĕ-чĕрлĕхĕ те пулман, пĕр кушакки анчах пулнă. Юрк. † Тилĕ юртат, тĕтре çăват, çимерен çиме суйласа. Толст. Çимене-апата хĕвел хатĕрлет. N. Эсĕ ман çимешĕн мар, ху çимӳшĕн тăрăшатăн. В. Ив. Аван çиме çинче сайра вăрлăх та сарăлса кайса нумай вырăн йышăнать. Трхбл. Кăçал çиме (çăкăр) çĕнĕ тырăччен çитмес. Нынче хлеба не хватит до нового урожая. Альш. Ванькка ултă çул тăрантармалăх çимине хире кăларса тăкнă, тет. Уфин. Пушă уйăхне этемпе выльăхăн çими пĕте пуçланăран калаççĕ.