çине тăр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
быть настойчивым, добиваться. N. Çапах та хăвăр çине тăрсан, ăна хăвăр тĕллĕн те пулин илтмелле тума пулать. Сборн. по. мед. Трахомăран имленĕ чух куç мая кайни питех палăрмасан та, ăна тата çине тăрарах имлеттерес пулать. Çĕнтерчĕ 57. Çав путсĕр Якур мана çурта каялла парас маршăн пит çине тăрать. Истор. Кирек мĕнле ĕçе те юратса, çине тăрса тунă. Етрух. Ачасем, ан ӳркенĕр-ха, çине тăрăр, ĕлĕк, çерçи чӳк тусан, çумăр пулаканччĕ, тырă-пулă та аван пулатьчĕ. (Из старинного рассказа). КС. Эсĕ çине тăрарах кала-ха (настойчивее).