çимен вăййи - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
назв. игры. Кр.-Чет. çимен вăййи. Пĕр-пĕр çĕре пĕр йопа лартаççĕ, йопаран пĕр вĕрен çыхаççĕ. Йопа котне ачасам хăйсен томтирсене, карттуссене прахаççĕ. Пĕр ача вĕрен тăрăх йопа тавра саламатпа чопса çавăрнат. Вăл йопа котне томтирсам илме пыракансене аллинчен саламатпа çапать. Хоралçă пор томтирне те вăрлаттарса пĕтерсен, ачасам икĕ рет тăраççĕ те, он хошшипе хоралçа кăлараççĕ. Онта вара ăна порте вый çитнĕ таран пасăр çапнăшăн çапаççĕ.