çимĕк каç - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
канун семика. Чăвшсем 21. Вăл тухатмăшсем çимĕк вăхăтĕнче пит алхасаççĕ, тет, çимĕк каç вĕсем пурте масар çине пухăнаççĕ, тет. Чуратч. Ц. Тухатмăшсен çимĕк каç пĕр-пĕр çĕре кайса çӳрес пулать, тет. Унсăрăн усалсем, каçхине пырса ăна вĕлереççĕ, тет. Ильмово. Тата çав симĕк каç кашни килтен сăра, эрек, тата тĕрлĕ çимĕçсем илсе масар çине вилнисене хывма каяççĕ. Вăсем çимĕçĕсене илеççĕ те, харпăр хăй тăванни тăпри çине тураççĕ. Туранă чухне ак çапла сăмахсем калаççĕ: акă сире тĕрлĕрен çимĕç хыватпăр, тата сăрапа хыватпăр, çак çимĕçпеле ĕçсе-çисе хавăнса (савăнса?) ташласа кайăр, эпир сире асăнар, эсир пире ан асăнăр. Пĕлни пулĕ, пĕлменни пулĕ, эсир ан асăнăр, ваттисем çамрăккисене валеçсе парăр. Пĕр турамран пин турам пултăр, теççĕ. Унтан вара эрексем, сăрасем ĕçеççĕ, тăпри çинче купăс каласа ташлаççĕ. Ĕçсе усĕрĕлсен, киле тавăрнаççĕ.