çинчĕк - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
улăм, объедки соломы, остающиеся от скотины после еды в хлеве. В др. гов. çинĕ улăм. Утăм. Пӳрт тăрри — пĕлтĕрхи çинчĕк улăм, пахчине пусса илнĕ мăян. КС. Çинчĕк улăм тесе выльăхран юлнă улăма калаççĕ. Ib. Çинчĕк улăмпа лашана, ĕнене пăтратса параççĕ. Тим. † Çинчĕк улăм (çинĕ улăм) тиерĕм, сиксе улăхса таптарăм. Орау. Выльăха таптатман (çытарман) улăм кăмакара шатăртатса çунать, çинчĕк улăм апла мар.