çу тĕпĕ - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
вытопки (остатки от вытопки масла); кушанье из толокна, замешенное на вытопках. Альш. Çу тĕпĕ. Çу шăратнă чух çиелтен пуçтарса илнине, тĕпĕнчен хырса илнине тулă çăнăхпе çăрса кăмакара пĕçереççĕ. Янтик. Çу тĕп тесе, çу шăратсан, тĕпне шурă пекскер юлать, çавна калаççĕ; тата çав çу тĕппех тинкле çăнăхĕ (-х’) ярса тунă апата калаççĕ. Сред. Юм. Çу тĕп тесе, çу ирĕлтерсе ярсан, тĕпне юлакан уйранĕ çине тинкĕле çăнăхĕпе юрнă нимĕре калаççĕ.