çуллан - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
çоллан, приходить в возраст, стариться (чаще о лошадях). N. Ахаль лаша пит аванччĕ те, çолланчĕ. Сред. Юм. Хĕрсене çирĕм икке, çирĕм виççе çитсен, качча каймасан, арçынна çирĕм пиллĕкрен иртсе алланман полсан: çолланнă, теççĕ. СТИК. Вăл ĕнтĕ çулланнă. Он уже взрослый. N. Ӳссе çулланса çитсен, вăл авланнă. Шор-к. Йĕкĕр çуллă (scr. суллă) лаша ӳксен, тăхăр лаша ӳкмесĕр мор чарăнмаçть, теççĕ. См. йĕкĕр.