çула - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
лето; летом. Орау. Сыснасем çула пит чирлеççĕ (повышение голоса на „çула“). Свиньи особенно хворают летом. Ib. Çула сивĕ, хĕлле ăшă. (Нӳхреп). N. Çула пулчĕ (как только трава появится). N. Йор кайса пĕтрĕ, çула полчĕ. N. Пĕтет, пĕтет ăшă çула, уяр кунсем иртеççĕ. Юрк. Çула иртсен, кĕркуннепе. Ск. и пред. чув. 52. Вĕреннĕ çĕртен çулана (на лето, т. е. на каникулы) яла килнĕ пурăнма. Альш. Çулана киле кайса килсессĕн, когда я съездил на лето домой. Шурăм-п. Тен (вăл) та çулана ĕç хушса ярĕ. Может быть, и он задаст работу на лето. Альш. Тутарсем унта выртма, çитерме килеççĕ çуласенче (по летам, в летнее время). Календ. 1906. Пирĕн çула чухне Африкара (лучше: Африкре) хĕлле, пирĕн хĕлле чухне вĕсенĕн çула пулать. Альш. Халĕ те унта çуласерен (каждое лето) çăмарта илеççĕ-ха (яичники собирают яйца).