çулçă - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(с’улз’ы̆, с’ул’з’ы̆), лист (растительный). Ст. Чек. Пазух. Варманах та варринче, ай, ват юман, асапланать çулçă та сарасшăн. Ск. и пред. чув. 52. Каччă ташлать, кур ĕнтĕ: çулçă, тийĕн, вĕçкелет! Баран. 118. Хырапа чăрăшăн çулçă вырăнне йĕп çулçă ӳсет. N. † Вĕрене çулçă сарат-çке. ЧС. Кайран пурте хăрса кайрĕç вара, çулçă та кăлараймарĕç. Юрк. † Вăрман хĕрринче икĕ хурăн, çуллен çулçă ярат-ши? Пазух. Хурăн çулçи çурсассăн килет вăрман илемĕ: хуран çулçи тăкăнсан, каять вăрман илемĕ. Хурамал. Çуркунне йăвăç çулçă çурнă чух, йăвăçăн тăрăнчи çулçи шеп пулсан, малтан акнă тырă шеп пулать, тет; йăвăçăн тĕпĕнчи çулçи шеп пулсан, кайран акнă тырă шеп пулать, теççĕ ваттисем. Календ. 1906. Хăш йывăç çулталăкĕпе çулçăпа ешĕрсе ларать. Ачач 83. Ара, ывăлĕ лашине ма киле кӳртмест-ха? Урамра тăвармасăрах тăратать. Аль апла çулçăсем лартма аван-и мĕн? Бел. Гора † Çулçă пек çӳхе тутампа чуп-туса пăхайăтăм (девушек). Орау. Инке анкартне купăста çулçи татма карĕ те, темме нумай тăрать. N. † Шур Атăлăн тăршĕпе хăва çулçи çура-çке. ЧП. Çулçă çур (улма йывăç). О земл. Тулла юман çулçи çурăлмасăр акма юрамасть. К.-Кушки. Вуникĕ мулкаç çурисем иртиччен выртас иккен çульçăн та айĕнче.