Çурçан - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
назв. сказочного существа. Качал. Йăван киле тавăрнчĕ, тит, хĕр патне, çăмартине çĕмĕрме астуман, тит те, çурçан виллиман, тит, кĕтех. Çăмартана çĕмĕрсен Çурçан вилнĕ, тет те, шыва кайса ячĕ Йăван. Ib. Ман чун унта мар, ман чун çанта, сĕт-кӳлĕре. Сĕт-кӳлĕ варинче хăвăл çăка, хăвăл çăка варинче ылтăм шăртлă сысна, ылтăм шăртлă сысна варинче кăвакал, кăвакал варинче çăмарта, çав çăмарта ман чун. Çурçан тухса кар сиккелесе. Ib. Пĕр çур çын сиксе тухрĕ (выскочил), Çурçăн ятлăскер; пĕре сиксе пилĕк чалăш сикет, тет. Ib. Çĕлен калать: ан кай, калех вĕлерет сана Çурçан. Ib. Сысна калать: ман Çурçан çук, ăна пĕр пуç кукурус çитарас та, тепĕр курка шыв ĕçтерес, сана пĕре тытса çавăрса çапса чунна илес.