çӳпçе - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
, çӧпçе, (с’ӳпсэ, с’ӧпс’ӓ), долбленая кадка из цельного дерева, иногда огромного размера. Начерт. 159. Çӳпçе, кадка, квашня, сусек. Юрк. Çӳпçе — ăвăсран тунă япала (касмăк пек çаврака, хуппи те пулать, арча вырăнне вăл, хĕрарăмсем япала хураканни). Альш. † Аннен ачаш (нежная) чунĕ эп, çӳпçи тĕпĕнчи пирĕ (холстик) эп. Шел. 68. Мĕн пур япали икĕ çӳпçе çинче. Сред. Юм. Тôпнать-кам çупçипе хôпăлчă: упăшки те, матки те пĕрех! (Срв. русск. „по Сеньке шапка“). ЩС. Аппа тухйи çӳпçере выртать. Вомбу-к. Çӳпçе — хĕрарăм топри хомалли, ăна çăрапа питĕреççĕ. Курм. Çӳпçи валтан, хорси хыççăн. (Ĕне). Орау. Пирĕн вучах кĕлне, çума, кĕл-тăрри тума кирлĕ тесе, пĕр-пĕр кив катка çине-и, пăт чĕрес çине-и, тултарса хураççĕ, çав кĕл тултаракан кĕлпе ларакан япалана кĕл çӳпçи теççĕ. Ала 57°. † Çӳпçи-çӳпçи пыл йӳçет, ыр çын килсен, ĕçтерме. Пазух. Пахча тулли хурт сĕрлет, çӳпçи тулли пыл йӳçет. N. Çăмăр çӳпçерен тăкнă пек тăкать (как из ведра). Кан. Сасартăк килсе, çӳпçерен тăкнă пек, иртсе кайрĕ. N. Çумăр çӳпçерен тăкать. ТХКА 81. Ку тутă мăйра пĕрне те çиместĕп, типĕтсе çӳпçене хурап, тет Санюк. Иванова. Тепĕр хĕр-ачи çав вăхăтра пӳртре, кĕрĕкпе пӳркенсе, çӳпçе патне выртса çывăрса кайнă. Другая девочка в это время в избе,. закутавшись шубой, легла к „çӳпçе“ и уснула.