çӳç пĕрчи - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
волосок. N. † Çакă çич йот ачисемпе çӳçĕм пĕрчи çыхланчĕ. (Хĕр-йĕри). Якейк. Ати карти йăмралăх, йăмра айăн çӳренĕ чох çӳç пĕрчи нумай татăлĕ. Трхбл. † Сирĕнпеле, тантăш, сăмах килĕшет, çӳçĕм пĕрчи пĕрле пухăнтăр. С. Айб. † Чунăм савман ачана çӳçĕм пĕрчи çыхланчĕ. Бюрг. † Çичĕ ютăн ачине çӳçĕм пĕрчи çыхăнчĕ. С. Алг. † Çичĕ ютăн сăмахĕпе çӳçĕм пĕрчисем çыхăнчĕç. (Хĕр йĕрри).