çӳçе - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(с’ӳз’э), кисточка без бисера, бахрома, махра.. Мункачи. Шибач. Сорпан çӳçи. Ст. Чек. Çӳçе, то же, что ярапа. Шур туттăра çӳçе яраççĕ. НИП. Пурçăн тутăр çӳçисем вĕл-вĕл тăваççĕ. Чуратч. Ц. † Шур тутăра сартăм сĕтел çине, усса ятăм ешĕл çӳçине. СПВВ. Х. † Çыхмăттăм пурçын тутрăма, çӳçи кӳрет илемне. N. † Ейик кушак-пиçиххи, çӳçи çукран илем çук. Микушк. † Шур тутăр сӳçесĕр пулас çук, çамрăк ĕмĕр чыссăр (без чести) иртес çук. С. Тим. † Ах, хăтаçăм, хăтаçăм, чӳрече хуппи шав çӳçе, уçатпăр та хупатпăр. N. † Порçăн тоттăр çуçине кам тӳлесе çитернĕ-ши? Кăçал ман çинчен ят кăларнине кам кăларса пĕтернĕ-ши? Шемшер. † Шор шарăх порччĕ ман, çӳçи çокран çыхмарăм. || Скатерть. Сред. Юм. Сĕтел çине çӳçе (елме) сараççĕ.