çăвар тути - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(-δиы), вкус, вкусовое ощущение. Альш. Пыл çирĕм те, çăвар тути кĕрсех кайрĕ. Ib. Çĕрĕк улма çирĕм те, çăвар тутине пĕтерсех пăрахрĕ. Ib. Пĕр-икĕ кун чирлесе выртрăм та, çăвар тути пĕрре те юлмарĕ, халь çăвар тути çук. Чирлĕ çынна çăвар тутишĕн кăшт пыл патăм (чтобы подсластить во рту). Изамб. Т. Манăн çăвар тути пĕтрĕ (нет вкуса во рту). Ib. Çирĕм пуса ку пушăта памаççĕ. Калаçса çăвар тутине те сая ан яр. Ст. Чек. Çăвар тутине сая ярас мар. Не стоит ему говорить (человеку, не принимающему советов). Ib. Çăвар тутине сая ямăттăм. Я не говорил бы на твоем месте такие неприличные слова. Кама 12. Е-е-ей, сирĕнпе калаçса, çăвар тутине сая яни çеç! N. Санпала калаçса çăвар тутине те сая ямастăп. N. Пĕр май тапак туртса çăвар тути пĕтрĕ.