çăкăр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(с’ы̆гы̆р, с’ŏгŏр), хлеб. N. Хулăн укçи çĕр тенкĕ. Калаçнă чух вун тенкĕ çăкăр çине хумалла, теççĕ. Сред. Юм. Çăкăр кăмакана манса йолсан, килте кăшĕ те полса вилет, тет, çавăнпа она çол тăваткăлне тохса пăрахаççĕ: вара вилмес, тет. (Нар. поверье). Ib. Çăкăр хырăм хыççăн çӳремест, хырăм çăкăр хыççăн çӳрет. Ib. Ôнта çиес çăкри пор поль. Судьбой определено тамошний хлеб есть. (Гов. невестам, выходящим замуж, и солдатам). Ib. Эп санран маларах çăкăр çинĕ. (Гов. молодым, когда о чем-нибудь спорят, указывая на то, что он старше и потому опытнее и больше видел). Ib. Вăт сахал хôтсан, çăкăр начар пиçет; ăна вара: елпенсе пиçнĕ, теççĕ. Ib. Пиç, пиç çăкăр, аçу-аму çăкрине хора йытта ан кайса пар! (çапла каласа алла тытса ачасĕне çĕре антарса яраççĕ, вара çав ачасĕне çĕклекеннинчен пĕри кôшак полать, пĕри хуçи полать те, тыр вырма каян пикки туса, пăртак аяккарах кайса, корăк çинче пĕкшĕнсе çӳрет; кôшакки, çăкăр полнисĕне пырса çиесшĕн, чупса пырать (дотрагивается). Хуçи ôна хуса ярать; кôшакки порне те çисе ярсан, каллах çĕнĕрен тепĕр хут çавăн пик выляççĕ. Изамб. Т. Çăкăр хывсан, кӳрсе пар вара? — Юрĕ. N. Кăмакана сакăр çăкăр кĕрет. ФТТ. Çĕнĕ çăкăр çинĕ çĕре усал çын пырса кĕрсен, теллей çук, тет. Батыр. Салтак ăсатнă чухне ашшĕ-амăшĕ, е тăванĕсем, унăн ячĕпе асăнса турă умне çăкăр хураççĕ. Сунт. Çăкăрсем чиксе хатĕрле-ха (на дорогу), каçчен çитес. Изамб. Т. Салтака кăларса кайнă чухне ялтан пĕр аллă пичетни кайсан, е пĕр хĕр-ача, е пĕр арçын-ача юпа çине тăрса: çăкăру манса юлнă! тесе кăçкăрат. Н. Шинкусы. Сĕтел çинче пĕр пуçламан çăкăр выртатьчĕ. СТИК. Çын килсен, çынна çăкăр лартмасăр яни аван мар (не хорошо не накормить человека), теççĕ. Рак. † Шур перчетке хĕрсен саламĕ, наян хĕрсем сăкăрăн харамĕ? К.-Кушки. Çăкăра ан шăйăркала. Не черти по хлебу. ЧП. Шур çăкăр, белый хлеб. Аттик. Тата кашни хуран çăмне чашăкпа виçшер пашалу, пĕрер пуçламан çăкăр е читнай çу сĕрсе лартать. N. Çăкăр çĕртсе пурăн; пĕр çăмартапа пĕр çăкăр çиме хушнă. Буин. Мана çăкăр çимес тетием? Разве я не человек? Разве я такое ничтожество? N. Çăкăр сана чĕнмес вĕт, теççĕ. (Послов.). Букв. 1886. Эсĕ çăкăр çисе çĕртме анчах. N. Çав йĕркесĕр пурăнакансем, халăха çăкăр вырăнне çиекенсем, пирĕн пурнăçа пĕтереççĕ. N. Выçăхнă çынна çăкăр кăтартман пулĕ. Альш. Эсĕ çăкăрăн пĕр пĕрчине тăмастăн-вĕт! теççĕ. N. Пирĕн çимелĕх çăкăрри çук пулсан та (хотя нам и нечего есть), куланай партармасăр патша тарçисем хăварман. || В перен. знач. Альш. † Эп каймăттăм çав Чĕмпĕре, çăкăрăм çавăнта туртат (то же, что тат. Risiq tarta). Ст. Шаймурз. † Сирĕнех те çийĕрте пустав халат, çил тавăртăр сылтăм аркине; эсир чĕннипе пырас çук, турă çавăртăр атте-анне çăкăрне.