çăкăр мурĕ - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
„паразит“, бранное выражение. Альш. Çăкăр мурĕ („напрасно истребляющий хлеб“), икĕ пăт çăнăх йăтаймас! Юрк. Вулакансем, хăвăрах шухăшлăр халĕ! çапла кăмака çинче ăшăнса ларса, çулă икерчĕсем анчах çиекен çынна патша теççĕ-и-мĕн? çук, ун пек çынна пирĕн чăвашсем: çăкăр мурĕ, анчах теççĕ. Ib. Çăкăр мурĕсем, нимĕн ăс пама та пĕлместĕр. Рак. Эй, çăкăр мурĕ! манпа кĕрешме малтан çăкăр çи-ха!