çăраççи - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(с’ŏрас’с’и, с’ы̆рас’с’и), ключ. Орау. Алăка тултан питĕрсе çăраççия каялла хаçат шăтăкĕнчен пăрахап. Пшкрт. Пĕтиç (-дис’) çăраççи; пысăк çăраççи. || Замок. Икково. Т. II. Загадки. Сӳс кĕлетĕн мунчала çăраççи. (Михĕ). Халапсем 23. Апла каласан, лешсем анпарайĕ çăраççийĕн уççине хăйсем çумне илеççĕ. Собр. † Хушрăç пире юрлама — юррăм юман сунтăхăн тĕпĕнче. Уçса илейĕттĕм-çăраççин уççи çук: уççи хура куçлисенĕн (у чернооких) аллинче. Ала З°. Кăсийинчен тупрĕ, тет, пĕр ывçă ушшĕ; тула тухрĕ, тет те, алăк çумăнче çăраççи тăнине курчĕ, тет те, ушшĕпеле уçса пăхрĕ, тет. Ст. Шаймурз. Çав вăхăтра ача хĕрарăм патшанне çăраççине чиксе илнĕ, унта венчет тумалли çĕрĕ пулнă, тет. || См. ака – пуç. || Назв. раст.