çĕлен мăйраки - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
„рожки змеи“. Н. Карм. Çĕлен мăйраки кĕнĕ пулĕ сана, пуян тăратăн: укçа та нумай, выльăх та нумай, тырă та нумай. Ib. Рăскаллă çын çĕлене курать. Мăйракаллă çĕлене курсассăн, шур туттăр пăрахать, (шурă япала) сарса пăрахать çĕлен умне. Çав шурă çине çĕлен мăйракине пăрахать. Унтан вара вăл çын илсе тавăрнать те, пуять: укçа енчĕкне ярсан, укçа нумай пулать; выльăх картине хĕстерсе хурсан, выльăх нумай пулать; вăрлăх тырă çине чиксе хурсан, тырă ăнать те, хуçа пуять. Çĕлен мăйракине çухатсассăн çука ерет: пит хытă сыхлас пулать. ФТТ. Укçа хутаççине е тыр ăшне çĕлен мăйракине хурсан, хутаçри укçа е пырари (= пӳлмери) тырă нихçан та пĕтмест. Орау. Темскерле ылттăн мăйракаллă çĕлен пур, тет. Мăйракисене вăл кашни çулах пăрахать, тет. Çав çĕлен мăйракине тупакан çын пуять, тет. Тулĕк çамкине икĕ мăйрака пек мăккăль сиксе тухать, тет. Хир-пуçĕнчи Кулля çавăн пек мăйрака тупса-пуйнă, тит, çамкинчи мăккăлĕ те унăн çавăнпа тухнă, тит. Вăл халь кам-та-пулсан çамкине перĕнтерсе мăккăль сиктерсе кăларсан: ку Кульля мăйракине ăçтан тупрăн? тесе ыйтаççĕ кулса.