çĕр-йыш - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çĕр-йыш

, çĕр-йышĕ, властитель земли, назв. духа. N. Çĕр-йыш (йышĕ) çĕр айĕнче пурăнать, тетчĕç. Вилнĕ çынна пытарма шăтăк авăтсан, виле шăтăка яраччен малтан çĕр-йышне икĕ пус укçа паратчĕç. Хурамал. Çуркунне, малтан вăрлăх кăларнă чух, çĕр-йышне тесе, пĕр çăмарта касă айне хураççĕ (под первую борозду клали яйцо). Т. VI, 18. Тата çĕр-йышне: санăн çĕрĕ çинче пирĕн çуртăмăр-йĕрĕмĕр, тыррăмăр-пуллăмăр, çук чухне кĕттертĕмĕр, пур чухне паратпăр, çырлах çĕр-йышĕ! тесе чӳклеççĕ. Ib. 22. Хăпарту варринче пĕçернĕ çăмартине, çĕр йышне тесе, пĕр-пĕр ана çине кайса пытараççĕ. (Ака пăтти. Н. Карм. Çĕр-йышĕ = çĕр çĕклекен турă. Альш. Çĕр-йышне хур. Микушк. Çӳлте турă — çут çанталăк унăн. Çĕрте çĕр-йыш — çĕршыв унăн. Çĕрте патша — хура халăх унăн. (Стар. верование). См. Paas. 133, Магн. М. 29, 28.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150