такмакла - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(-ла), сочинять песни (такмак); петь частушки. Ст. Чек. Альш. Çав хваттирте хĕрсем ташлаççĕ вара, юрлаççĕ, такмаклаççĕ. Ib. Çывăрмалла пуличчен тек юрла-юрла, такмакла-такмакла ташлаççĕ. || Говорить такмак’ом, т. е. размером. Ерк. 124. Чĕкеç туйне сиснĕ пек, хăта пулса такмаклать, çав вăхăтрах тĕлĕк пек еркĕн юрри вăл юрлать. Н. Карм. Такмакласа, в виде такмака (т. е. стихами). Калашн. Пĕр вуларăмăр, такмакларăмăр. || Говорить наговор. N. Юмăç карчăк пек тек такмакласа ларат витнă.