тан - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(тан), наледь (вода, выступающая на поверхность льда). Шибач. Шу тана тохать. Пшкрт. Пăр çине шу токса шăнсарсан: тан тапса шăнса, теччĕ. Тюрл. Йор çине сивĕре шыв татса кайсан, тан тапать. Хурада (Алькеевск. р. ТССР). Шыв танĕ тапса тухрĕ. Якейк. Çуркунне ир çинче шыв тан тапса хăпарса каять. Чув. пр. о пог. 298. Хĕлле пăр пит шăнса хăпарса тан тапсан, çула аслати авăтса тăвăллă çăмăр пулать. Если зимою образуются очень высокие наслуды, летом будут гроза и бури. Ib. 299. Тан тапсассăн, çул лайăх пулать. Если образовались наслуды, будет хороший год. Чураль-к. Юплĕ вартан тан тапать. (Юхакан сăмса). Собр. Пĕр вар пуçĕнче тан тапĕ. (Сăмса юхни). Ib. Икĕ вар вĕçĕнчен тан тапать. (Сăмса шывĕ юхни). Юрк. Хĕлле çырмара тан тапсан, çула урпа лайăх пулат. СПВВ. Тан тапнă пăр. Хурамал. Тан тапса шăннă. ТММ. Атăл çинче тан тапнă. || О воде, замерзающей в посудине. Хурамал. Хĕлле каткапа тула шыв лартсан, çӳлелле хăпарса çурăлса шăнать. Вара ăна: тан тапса шăннă, теççĕ. ТММ. Витрен тĕпне тан тапса çĕмĕрнĕ.