тапăç - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
пинаться, лягаться. Средн. Алг. Икĕ çӳрен, пĕр кĕрен, тапăçаççĕ витерен тухасшăн. Слеп. Утсам кочĕсене çавăраççĕ те, тапăçаççĕ. КС. Лашасам тапăçаççĕ. || Спорить, тягаться. N. Эсĕ манпа тапăçса пултараяс çук. Хастарлăх 25. Пурĕ те пĕр пулатпăр вăрçма-тапăçма. N. Манăн кунта хуласенĕн çарĕ, вăйсене танлаштарса (вар. тапăçса) пăхăпăр. КС. Манпа тапăçса пултарăн-и вара? || Маяться. КС. Паян питĕ хытă тапăçрĕ вăл (= тертленчĕ, помаялся) вăл (этой) муклашкапа.