тапхăр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(тапхы̆р), раз (момент, прием). N. Пĕр тапхăр çирĕ. N. Хăйĕн юнĕпе пĕр тапхăр кĕрсе, ĕмĕрлĕхе хăтару тупнă. N. Эп онта темиçе тапхăр та кайнă (темиçе те). ТРМ. Унтан татах пĕр тапхăра вĕренме çӳрет те, каллах пăрахать. Туперккульос 29. Е çăмăр айне пулса, пĕр тапхăр çӳçенсе илеççĕ. Юрк. Санăн упăшку, çамрăкскер, тата çичĕ тапхăр та авланма пултарать. Сам. 56. Куккук сасси тапхăртан (временами) килет унтан янтраса. Ск. и пред. чув. 81. Татах тепĕр тапхăрне туйне турĕç çунтарса. || Период, стадия (неолог.). Кан. Вăрçă тапхăрĕ хыççăн арканнă пурнăçа юсас тапхăр çитрĕ.