татă - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(тады̆), обрывок, отрезок, обрез, обломок; кусок. N. Пĕр етри мантан инçе мар ӳкрĕ те, икĕ салтака ним татти те хăвармарĕ. N. Каçчин вилнĕ çын таттисем çаплах выртаççĕ (не похороненными). Изамб. Т. Ик питлĕ патак таттине (кусок палки) икĕ пуçĕнчен чалăш чуклаççĕ. N. Ан хăрăр, ачасем, ку пĕлĕт татти (облачко) анчах, вăл хăвăрт çухалĕ. Курм. Хоп татти, обломок лубка. || Бляха. ЧС. Хăйсем кăкăрĕсем çине темĕнскерле шăвăç таттисем çакнă (жестяные бляхи). || Разлив. || Частица (грамм. терм.; неол.).